Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунне И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун паллӑ тӑватпӑр. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява тулли те савӑк кӑмӑлпа ирттерме шкул акт залне пӗрремӗш класран пуҫласа 11 класс таран пуҫтарӑнтӑмӑр. Капӑр тум тӑхӑннӑ чӑваш хӗрӗ- каччи вӑйӑ картине тӑчӗ. Чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулни уявра аван сисӗнет. Янӑравлӑ чӑваш юрри- кӗвви чуна хавхалантарать.

Уявра вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхнпе савӑнтарчӗҫ. "Тӑван чӗлхе атте-анне пекех, эпир суйласа илместпӗр ӑна. Турӑ панӑ атте-анне парни вӑл - сӗлхе",- тенӗ Г.А. Дегтярев чӗлхеҫӗ.

Ҫепӗҫ те пуян чӗлхе илемне туйтарчӗ паянхи уяв.

Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех пиртен килет. Тӑван халӑха, тӑван чӗлхене юратса, хисеплесе, аталантарса пурӑнар.